Вăхăт çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Сисместĕн те ватлăх çитсе те тăрать. Козловкăри Евдокия Чернова та, акă 95 çул тултарчĕ. Утса тухнă кун-çулне тишкерме те кăмăллă. Вăл Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче йышлă ачаллă Макаровсен çемйинче çуралнă. 1930 çулта ашшĕ-амăшĕ 6 ачипе Козловка ялне куçнă. Хĕрĕ кунта 7 класс таранччен вĕренме пултарнă. Анчах пурнăçри йывăрлăхсем ăна çамрăклах ĕçе кỹлĕнтернĕ.
- 1941 çулта атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайрĕ. Вăл ун чухне лавккара ĕçлетчĕ. Суту-илỹ сĕтелĕ умне аслă пичче Петĕр юлчĕ. 1942 çулта унăн та фронта кайма ячĕ тухрĕ. Лавккара ĕçлеме мана "кỹлчĕç". 15 çултаччĕ эпĕ. Суту-илỹ çурчĕ хутăнмастчĕ. Ирпе-ирех тăрса каланкка чĕртмеллеччĕ. Кивĕскер пулнăран ăшă та тытмасчĕ. Кунĕпех хĕллехи вăхăтра тăлăппа тата алса тăхăнса ĕçлеме тиветчĕ. Килти хуçалăхсенче краççынпа усă курнăран тавар туянма çĕрле те килетчĕç. Хальхи пек электричествăпа газ ырлăхĕ пулман ĕнтĕ,- тет Евдокия Сергеевна.
Е.Чернова мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех лавккара ĕçленĕ. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ вăл. Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем темĕн чухлех. "Коопераци отличникĕ" те вăл. Каярахпа та алă усса ларман харсăр çын. "Гвардеец" колхозра ĕçленĕ. Ачисемпе пĕрле сухан, выльăх кăшманĕн пайĕсене çумланă.
Мăшăрĕпе пĕр касрах выляса ỹснĕ. Кỹршĕллех пурăннă. Ача чухнех пĕр-пĕрне куç хывнă теме çук ĕнтĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан вара Александр Александрович хĕре ăсатма пикеннĕ. Клуба çамрăксем пĕрле кинона, ташă каçĕсене çỹренĕ. 1957 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче çемье чăмăртаннă. Мăшăрĕпе вĕсем 50 çул ытла килĕштерсе пурăннă. 6 ача çуратса ỹстернĕ. Пурне те аслă пĕлỹ панă. Светлана Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницинче уйрăм заведующийĕ пулса ĕçлет. Виталий Мускав облаçĕнче "Энергия" пĕрлешĕвĕн пĕтĕмĕшле секторĕн начальникĕ. Анатолий Санкт-Петербургра ачасемпе çамрăксен ăсталăх центрĕн педагогĕнче тăрăшать. 35 çул ытла çурçĕрте ĕçленĕ Люба тивĕçлĕ канăва тухнă. Василий ялта пурăнать. Пĕр ывăлĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Хуйхă йĕрсĕр хăварман. Ашшĕ те вилнĕ.
8 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук Евдокия Сергеевнан. Вуннăмĕш теçеткене вакланă пулин те юбиляр ăс-тăнпа çирĕп, телевизор пăхма юратать, ял хыпарĕсемпе интересленет. Ури ыратни çеç пăшăрхантарать ăна.
Тыл ветеранне юбилейпе Туçа ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Мальцева саламланă, "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" медальпе чысланă. "Пурнăç условийĕсем йывăр пулсан та эсир ĕç вахтинче çирĕп тăнă. Çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăратăр. Телейлĕ эсир. Паян ачăрсен хỹттинче пурăнатăр. Мĕн кирли пурте пур сирĕн. Сывлăхăр малашне те çирĕп пултăрах",- тенĕ Алена Николаевна.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Август 2026 |
