Çĕр çырли лартатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2022, 09:30 Просмотров: 410

Август уйăхĕнче çĕр çырли лартмалла. Çанталăк сивĕтсе яриччен вăл тымар ярать, çирĕпленет. "Ама" хунав лартмалла. Унăн 5-6 çулçă, тĕп папки çаврака, лапчăкрах, сарлакăшĕ 1 см. "Аçан" 4 çулçă, "чĕри" çутă симĕсрех, конус майлă. Вăл çимĕç памасть. Çамрăк хунава пластик стакана лартса тымарлантармалла, тĕмĕпе юнашар вырнаçтармалла. Тымар ярсан (14 кунран) тĕмĕпе çыхăнтаракан хунава касмалла. Çĕнĕ вырăна авăн уйăхĕнчен кая мар куçарса лартмалла. Лартас умĕн йăрана 3 кун маларах фитоспорин шĕвекĕпе йĕпетмелле (10л шыва 1,5 чей кашăкĕ). Унтан тăпрана кĕл сапса кăпкалатмалла. Çиелтен çĕрĕк тăприне (5-10 см) хывмалла. Йăрана йывăç кĕрпипе е улăмпа витсен лайăхрах.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика