Сада чир-чĕртен упрар

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2022, 09:29 Просмотров: 424

Шăрăх çанталăк хыççăн çумăрлă кунсем тăни кукша чирне пуçарса яма пултарать. Çак вăхăтра йывăç-тĕме мочевина шĕвекĕпе сирпĕтмелле (10л шыва 500 г) Августри шăрăх çанталăкра улмуççин хурчĕсем тухма, сарăлма тытăнаççĕ. Кун пек чухне кĕрхи тата хĕллехи пан улми сорчĕсене уйрăмах хỹтĕлемелле. Улмуççи хурчĕ сливăна та сиенлеме пултарать. Анчах çимĕçне пуçтарса иличчен им-çам сапма тăхтамалла. Енчен çимĕçĕ нумай тăкăннă пулсан фитофермпа усă курмалла. Тухăç пуçтарса кĕртнĕ хыççăн клястериоспориозран сыхланма фунгицид пулăшать. Çĕр çине ỹкнĕ улма-çырлана пуçтарса илмелле. Çакă сад-пахчари сăтăрçăсене сарăлма памасть.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика