Пăла тăрăхĕнче çак кунсенче "Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăх служби" хысна учрежденийĕн начальникĕ Герман Михайлов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче Герман Михайлов Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн çĕнĕ ертỹçипе Владимир Яковлевпа паллаштарнă.
Владимир Александрович ку системăра çĕнĕ çын мар: чылай çул Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи асăрхав тата профилактика ĕçĕсен тĕп управленийĕн Патăрьел районĕнчи асăрхав ĕçĕн уйрăмне ертсе пынă, маларах 26-мĕш пушар чаçĕн Турханти психоневрологи интерначĕн уйрăм посчĕн начальникĕ пулнă. Халĕ вăл 26-мĕш пушар чаçĕшĕн тата Турханти психоневрологи интерначĕн уйрăм посчĕшĕн те яваплă пулать.
Пушар чаçĕнче паянхи кун 29 çын ĕçлет. Подразделенин вут-çулăма сỹнтерме каймалли 5 автомашина, ятарли - пĕрре, оперативлă служба валли пĕрре пур.
Тĕл пулура Патăрьел районĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе пурнăçлакан ĕçсем тата хăйсен ирĕкĕпе пушар командинче тăракансене тытса тăрасси пирки сăмах хускатнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Август 2026 |
