Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Амăшĕ Героиня" хисеплĕ ят çирĕплетнĕ. Унпа 10 ача çуратса ỹс- тернĕ хĕрарăмсене чыслаççĕ. Çавăн пекех 1 миллион тенкĕ укçа, Хисеп хучĕ тата "Амăшĕ Героиня" орден парса хавхалантараççĕ. Çак паллăна сулахай енче çакса çỹремелле. "Амăшĕ Героиня" хисеплĕ ят çĕршыври ытти сумлă ят шутне кĕрĕ, "Раççей Геройĕ", "Ĕç Геройĕ" ятсемпе пĕр тан пулĕ. Орден пилĕк пайăркаллă, ылтăн çăлтăр евĕр. Ăна бриллиантпа тата эмальпе витнĕ. Асăннă указ августăн 15-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
А. ИВАНОВ.
Август 2026 |
