Августăн 17-мĕшĕнче районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ- ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Ульяновск облаçĕн представителĕсем ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вĕсене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов тата ыттисем кĕтсе илнĕ.
Ульяновск облаçĕнчен килнĕ хăнасен тĕп тĕллевĕ Шăнкăртамăн тата Шăнкăртам ял тăрăхĕн аталанăвĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçе йĕркеленипе паллашасси пулнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Ульяновск облаçĕн делегацийĕпе "Баракат", "Эко Продукт", Хирти Пикшикри "Молочные зори" кооперативсене çитнĕ, Шăнкăртамри çурт-йĕр тăвас ыйтупа кăсăкланнă. Çавăн пекех тĕл пулура ял хуçалăхне патшалăх паракан программăсене реализацилесси пирки те калаçнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Август 2026 |
