Августăн 22-мĕшĕнче çĕршывăмăр хăйĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕрне - РФ патшалăх ялавĕн кунне паллă тăвать. Ăна Раççей Президенчĕн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнче алă пуснă указĕпе килĕшỹллĕн паллă тăваççĕ. Истори страницисене уçсан çакă паллă: шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша ятарлă указпа çирĕплетнĕ. Ялава суту-илỹ карапĕсем çине çакма хушнă. Пĕрремĕш Петĕр патша çирĕплетнĕ ялав 150 çула яхăн вырăс наци ялавĕ шутланнă, вăл Раççейĕн тинĕсри тата юхан шыври кашни карапĕ çинчех вĕлкĕшнĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялава вырăс нацийĕн символĕ тесе 1856 çулта Парижра Крым вăрçи вĕçленнĕ ятпа мирлĕ килĕшỹ çырнă чухне те çакнă.
Çапах та Вырăс патшалăхĕн ялавĕ пулса тăриччен пайтах вăхăт иртнĕ-ха. Иккĕмĕш Александр патша хура-сарă-шурă ялав çирĕплетни те пулнă. 1883 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче вара Виççĕмĕш Александр патша Раççейĕн пĕрлехи ялавĕ шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ тесе йышăннă. 1918 çулта ăна хĕрлĕ ялав ылмаштарнă. 1991 çулхи августăн 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ историлле тĕрĕслĕхе каялла тавăрса шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялава каллех патшалăх ялавĕ тесе çирĕплетнĕ.
Август 2026 |
