ХАЛĂХ шанăçне тỹрре кăларас тесен çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, вĕсем хускатакан ыйтусене татса пама май шырамалла. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем суйлав умĕн панă сăмахĕсене çилпе вĕçтермеççĕ. Нумай пулмасть çеç Çĕнĕ Ахпỹртри фермерсенчен пĕри, Евгений Мартышкин депутат ялта пурăнакансемпе Ленин урамĕнчи çул шăтăк-путăкланнине илнине шута илсе акшар чулĕпе тикĕсленĕ.
Патăрьелĕнчи тĕп больницăра чылай çул шăл тухтăрĕнче тимлекен Анатолий Казачкова та Сăкăтсем районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланăччĕ. Анатолий Петрович та Кариков урамĕнчи çула юсама хастар хутшăннă.
Август 2026 |
