ЭЛЕКТРИЧЕСТВĂПА, газпа усă курнăшăн тỹлемелли, сентре çинчи таварсен тата ытти хаксем те ỹсрĕç. Шел пулин те, ял хуçалăх продукцийĕсен çеç чакса пырать. Пахчара çитĕннĕ пахча çимĕçе туянма ялсене килекенсем йỹнĕрех те йỹнĕрех хак параççĕ. Хальхи вăхăтра хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн пĕр килограмне 5 тенкĕпе, кишĕре - 10, сухана 20 тенкĕпе пухаççĕ. Çав вăхăтрах асăннă продукцисене "Пятерочка" лавккаран илес пулсан пĕр килограмшăн 30-50 тенкĕ кăларса хума тивет.
Август 2026 |
