ЧĂВАШ Енĕн мухтавлă паттăр-ывăлĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт тĕнче уçлăхне хăпарнăранпа 60 çул çитнине халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕç. Вĕсене пирĕн районтан Туçара пурăнакан Валерий Салмин ĕç ветеранĕ те хутшăннă. Сăмах май, Валерий Иванович çурт-музей йĕркеленĕ, вăл Шуршăлти Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ музей филиалĕ шутланать.
Ветеран уява халалласа уçнă савăнăçлă лару-тăрура, "Яланах пирĕнпе..." çавра сĕтелте пулнă, çавăн пекех Чăваш патшалăх филармонинчи концерт та кăмăлне кайнă.
Валерий Иванович Шупашкарти "Олимпийский" стадионта Физкультурник кунĕпе йĕркеленĕ ăмăртăва çитме, унта 75-79 çулхисемпе старта тăма та май тупнă. Вăл мала тухнисен йышне тăма пултарнă. Патăрьел тăрăхĕнчи Николай Григорьев спорт ветеранĕ вара 71-74 çултисем хушшинче финиша виççĕмĕш çитнĕ.
Август 2026 |
