ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче лаша спортне кăмăллакансем кăна мар, утпа ăмăртакан та чылай. Вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртăва хастар хутшăнаççĕ, пушă алăпа та килмеççĕ.
Нумай пулмасть Етĕрне районĕнче Чăваш Ен кубокне çĕнсе илессишĕн чи вăйлă урхамахсем старта тăнă. "Чăваш Ен кубокĕ-2022" пĕтĕмĕшле приз фончĕ кăçал пĕр миллион тенкĕпе танлашнă.
Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртнĕ, анчах вăйлинчен вăйли яланах çĕнтерет. Тикешре çуралса ỹснĕ Валерий Краснов тытса пыракан Зов Предков РМ ут чи маттурри пулнă - ылтăн кубока тивĕçнĕ. Сăмах май, çак урхамах В.И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лашасен заводĕнче кун çути курнă. Фирмач урхамах хăйĕн хуçине Петр Храмова (ашшĕ-амăшĕ Пăлапуç Пашьелĕнчен) кĕмĕл кубокпа савăнтарнă. Леонид Кошкин (Кивĕ Ахпỹртре çуралнă) Палач ăйăрĕпе пăхăррине тивĕçнĕ.
Ентешсен çитĕнĕвĕсемшĕн пурте савăнатпăр.
Август 2026 |
