Чи лайăххисене палăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.07.2022, 09:31 Просмотров: 356

Районта хамăр пурăнакан тавралăха, урама, обществăлла объекта, хушма хуçалăха, яла хăтлăх тата тирпейлĕх кỹрес, йывăç-курăк, чечек акса-лартса ешĕллетес, капăрлатас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

"Чи лайăх ял" номинацинче Алманчă ялĕ çĕнтернĕ. "Кăтартуллă урам" - Пăлапуç Пашьелĕнчи Ленин урамĕ, "Чи хăтлă организаци территорийĕ" - "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ, "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" - Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи "Айтуш" кану паркĕ.

"Чи лайăх хушма хуçалăх" номинаципе Патăрьелĕнчи Алексей Григорьев хуçалăхĕ пĕрремĕш, Шăхачри Юрий Мылов хуçалăхĕ иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Калькин хуçалăхĕ виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика