иколай Осипов
Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ хыççăн пĕтĕм совет халăхĕ кар тăрса ăна хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Тăшмана тăван çĕре таптама парас мар тесе çар çыннисем кăна мар, тылри халăх та паттăррăн кĕрешнĕ. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлекенсене апат-çимĕçпе, тумтирпе тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме тăрăшнă. Çавăн пекех тылри халăх вăйĕпе тăшмана, унăн çар техникине тытса чармалли сооруженисемпе хÿтĕлев хатĕрĕсем йĕркелеме тивнĕ. Чăваш хутлăхĕнче нимĕç фашисчĕсене малалла иртме чаракан, чăрмав кÿрекен сооруженисен йышне Сăрпа Хусан хушшинче йĕркеленĕ хÿтĕлев йĕрĕ шутланать.
1941 çулхи кĕркунне фашистсем Мускав хули патне çывхарсан, масштаблă хÿтĕлев чиккисем тума йышăннă. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума 1941 çулхи кĕркунне октябрь уйăхĕн вĕçĕнче пикеннĕ. Сăр хÿтĕлев сооруженийĕ Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсенчи ялсем çумĕпе иртсе кайса Чăваш АССР чикки таран тăсăлнă. «Хусан таврашĕ» хÿтĕлев сооруженийĕ вара Мари Эл Республикинчи Звенигово шыв кукринчен пуçланса Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенчи ялсен çывăхĕпе пырса, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçпе Арапуç ялĕсем урлă Тутарстан чиккине çитнĕ.
Сăр хÿтĕлев йĕрне тăвас ĕçшĕн СССР Наркомĕн оборона енĕпе ĕçлекен Шупашкар хулинче вырнаçнă 12-мĕш, Хусан линийĕшĕн Хусан хулинче вырнаçнă СССР Наркомĕн оборона енĕпе ĕçлекен 11-мĕш арми яваплă пулнă. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккин Сăр хутлăхне (обвод) пĕтĕмпе 6 ВПС - военно-полевое строительство - çарпа уй-хир лаптăкĕ çине пайланă. Вĕсен центрĕсем Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр, Октябрьски тата Тăвай хулисемпе ялĕсенче пулнă.
Хăй вăхăчĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ çак хÿтĕлев йĕрне тума Чăваш Республикинчен икçĕр пин çын хутшăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ обьекта кĕске вăхăт хушшинче туса пĕтерме Патăрьел районĕнчен те пиншер çын кайнё. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре вăл вăхăтра икĕ район çыннисем хутшăннă. Паянхи Патăрьел районне кĕрекен ялсем вăрçă вăхăтĕнче Первомайски тата Чкалов районĕсене кĕнĕ пулнă. Çавăнпа та Хусан тата Сăр хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен ĕçĕ-хĕлне Превомайски тата Чкалов районĕсен упранса юлнă докуменчĕсем хушшинче шырамалла.
Документсем тенĕрен, Тăван çĕршывăн пĕлтерĕшлĕ çак стройкипе çыхăннă материалсем, шел пулин те, питĕ сахал упранса юлнă. Хăй вăхăтĕнче çав ĕçсемпе пулăмсен документацийĕ те вăрттăнлăхра пулнă. Ку вăл вăрçă вăхăчĕн тапхăрĕпе килĕшÿллĕ пулнă. Çавăнпа та хÿтĕлев чиккине тунă ĕçе хутшăннă çынсемпе вĕсен ĕçне-хĕлне çутатакан хутсем çукпа пĕрех. Район, ял Совечĕсемпе колхозсен архивĕсенче те çак паттăрла ĕçе хутшăнни çинчен калакан сведенисем упранса юлман. Апла пулин те, Чăваш патшалăх истори архивĕ тăрăшнипе 2021 çулта «Протянули на сотни километров противотанковые рвы и заграждения…», Возведение на территории Чувашии Сурского и Казанского оборонительных рубежей (по документам государственных архивов Чувашской Республики) ятпа документсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Çак кĕнекене пухса хатĕрлекенсем Ф.Н. Козлов – истори наукин кандидачĕ (яваплă йĕркелекен) тата Л.И. Васильева, А.Ю. Гусарова, Т.А. Соловьева тĕпчевçĕсем. Кĕнекере Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă çынсемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пулать. Унта Чăваш Республикинчи кашни районтан мĕн чухлĕ çын, лаша вăйĕ хутшăннине уçăмлатнă, çавăн пекех строительство ĕçĕсене пурнăçлама усă курнă мĕнле-мĕнле ĕç хатĕрĕ илсе кайнине те пĕлме май пур. Çапла вара хальхи Патăрьел районне кĕрекен ялсенчен (вăл вăхăтри Первомайски тата Чкалов районĕсем) еплерех хутшăннине, çак ĕç мĕнлерех лару-тăрура пулса пынине туллинех мар пулин те куç умне кăларса тăратма май пур.
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене кĕске вăхăтра пурнăçламалла пулнă, тата вăл çар вăрттăнлăхĕ шутланнă. Вăрçă пуçлансанах ялсенчен вăй питти арçынсене пурне те вăрçа илсе кайнă. Ялта ĕçлеме пултаракансем хĕрарăмсемпе ватă çынсем тата ачасем çеç юлнă. Колхозсенче вăл çулсенче пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Ялта ĕçлекенсем çитмен. Çавăнпа та хÿтĕлев чиккисене ĕçлеме çын тупса яма çав тери йывăр пулнă. Çавна шута илсе ялсене республикăран уполномоченнăйсене янă. Вĕсен тивĕçĕ – ялсенчен строительство хирне ĕç çыннисемпе хатĕр-хĕтĕре вăхăтра çитересси пулнă. Чкалов районне 20 политуполномоченнăй янин докуменчĕ упранса юлнă.
«Список политуполномоченных, командируемых в селения Чкаловского района Чувашской АССР для организации работ по отправке рабочей и конной силы на строительство оборонительных сооружений.
№ Наименование селения Фамилия, имя и отчество
1 1-е Чкалово Шакуров Х.Ш.
2 II-е Чкалово Феизов З.Ф.
3 Чуваш [с Алманчиково) Кубиков С.Д.
6 Красномайски Алимов А.А.
7 Кзыл-Чишма Сыраев Ш.К.
8 Ст[арые] Тойси Фомин П.И.
9 Тат[арские] Тимяши Феткуллин И.В.
10 Село Тойси Максимов И.И.
11 Ст[арое] Ахпердино Шамуков Ф.М.
12 Ново-Ахпердино Козлов Г.Г.
13 Батырево Федотов М.Ф.
14 Туруново Ахсянов М.С.
15 Д[олгий] Остров Хитров В.А.
16 Чув[ашское] Ишаково Андреев Д.А.
17 Т[атмыш]-Югелево Абейдуллов Н.Ш.
18 Т[атарские] Шуруты Каштанова О.Ф.
19 П[олевые] Бикшихи Хайбуллов К.Ф.
20 Яншихово Каштанов Ф.С.
Секретарь райкома ВКП(б) Федотов.
ГАСИ ЧР. Ф. П-200. Оп.2. Д.2. Л.149. Подлинник. Машинопись».[1.47-48].
Малалли пулать
Август 2026 |
