Пасар хакĕ таканари шыв пек чỹхенет...

Категория: Публикации Опубликовано: 22.07.2022, 11:49 Просмотров: 376

Патăрьелĕнче тахçантанпах ĕнтĕ ытларикунпа эрнекун пасар кунĕ тесе çирĕпленнĕ. Ун чухне "Юхма" пасарĕн шалти территорийĕнче çеç мар, урамри утма çул хĕррипе те карчăк-шăрчăк, çамрăксем те пахчара çитĕнтернĕ çимĕçсене, кил хуçалăхĕнче туса илнĕ таварсене сĕнеççĕ. Туянас текенсем те çак кун ытларах.

 Пасар хакĕ пасармасть, çĕнелсех, улшăнсах тăрать. Урăхла каласан таканари шыв пек чỹхенет. Июлĕн 19-мĕшĕнче хăш-пĕр пахча-çимĕçе çак хакпа туянма май пурччĕ: çĕнĕ çĕрулми пĕр килограмĕ 35 тенкĕ, кишĕр - 80, пуçлă сухан - 45, помидор - 60 - 110, купăста - 25, ыхра -135, кабачки - 80, хăяр - 70, арбуз - 28, дыня 65 тенкĕ.

 Тĕрлĕрен çырла сĕнекен те йышлăн. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупсан хăмла çырлине 1200 (5 литрлă витре), вăрманти хура çырлана 1800 (5 литрлă витре), хĕрлĕ хурлăхана (5 литрлă витре) 500 тенкĕпе туянма май пур.

Тĕшĕленĕ симĕс пăрçана 3 литрлă савăтпа 1000 тенкĕпе, пĕр теçетке çăмартана 100 тенкĕпе сĕнеççĕ.

Хĕл каçма милĕк хатĕрлеменнисем ăна та Патăрьел пасарĕнченех туянма пултараççĕ. Пĕр мăшăрĕ - 100 тенкĕ.

Первомайскинчи алă ăсти пасара илсе тухнă çава аврине 500, çĕр улми калакне 400, çăнăх тултармалли савăта 300 тенкĕпе туянаççĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика