Пахалăхсăр çул инкек сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2022, 09:12 Просмотров: 572

ТЕПĔР чухне районти ГИБДД сотрудникĕсем аварисен сăлтавне пахалăхсăр çулпа та çыхăнтарççĕ. Ку тĕлĕшпе районта çулсеренех вĕсене çĕнетеççĕ пулин те, кăлтăксемпе шăйрăксем тупăнсах тăраççĕ темелле. Акă, çак кунсенче çеç Анат Тăрмăшĕнчен пĕр водитель шăнкăравларĕ. Çакскер пĕр каçхине Туслăх (Дружба) урамĕпе автомашинăпа пынă май чутах кустăрмипе шăтăка анса кайман-мĕн. Пĕр вырăнта тем сăлтавпа асфальт аялалла анса кайнă иккен, унта вара пĕр паллă та лартса хуман. Çул çинчи шăтăка "саплама" та васкаççĕ. Хальхи вăхăтра ача-пăча та, аслисем те велосипедпа кунтанах иртсе çỹреççĕ. Çакă инкек сăлтавĕ çеç ан пултăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика