Велочупăва хатĕрленер

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:38 Просмотров: 1143

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вĕрентỹ тата наука ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕпе Зинаида Степановăпа тĕл пулнă. Калаçу "100 çухрăм. Мĕншĕн тесен эпир пĕрле" виççĕмĕш велочупу çинчен пынă. Ăна сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, Раççей Федерацийĕнчи мĕн пур категориллĕ граждана физкультура занятийĕсене явăçтарас, массăллă спорта тата профсюз юхăмне çул парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Велочупу Чăваш Ен тата Тутарстан Республикисенче кăçалхи июлĕн 2-мĕшĕнче иртĕ. Маршрут 100 çухрăма тăсăлмалла. Вăл Комсомольски ялĕнчен Патăрьелне, унтан Тутарстан Республикинчи Пăва хулине, Киять ялне кĕмелле. Финиш Пăва хулинче пулмалла.

 А. ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика