Финанс пĕлĕвĕ вулама- çырма пĕлнĕ пекех кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2022, 09:53 Просмотров: 500

ЧР Правительство çуртĕнче «Атăлçи округĕнче финанс пĕлĕвне ӳстересси: трендсем, тĕллевсем, малашлăх»  округ  форумĕ  иртнĕ.

Унăн ĕçне РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, РФ финанс министрĕн заместителĕ Михаил Котюков, Раççей Банкĕн Потребительсен прависене хӳтĕлекен служба ертӳçи Михаил Мамута, патшалăх влаç органĕсен, финанс тытăмĕнчи организацисен представителĕсем хутшăннă.

РФ финанс министрĕн заместителĕ Михаил Котюков палăртнă тăрăх, паянхи саманара финанс культури вулама-çырма пĕлнĕ пекех кашни çыннах кирлĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен шкулсенче «Финанс пĕлĕвĕ» предмет вĕрентме пуçлаççĕ. Вăл ачасене пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе перекетлĕ пулма хăнăхтарĕ, ултавçăсенчен сыхланма вĕрентĕ.

Форумра çавăн пекех финанс пĕлĕвĕн сферинчи, çав шутра экономикăна санкцисем пусарнă тапхăрти те, патшалăх политикине, финанс тытăмĕнчи преступленисене профилактикăлас тата уçса парас енĕпе ведомствăсем йĕркеленĕ хутшăнусене, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене финанс пĕлĕвĕ парассине, ку енĕпе кадрсене хатĕрлессине, волонтерствăна аталантарассине тата ытти ыйтăва сӳтсе явнă.

 А. Иванов

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика