Çуралнă кун ячĕпе - телеграмма

Категория: Публикации Опубликовано: 14.04.2022, 13:34 Просмотров: 529

ПĂЛХАВĂШНИ кунĕнче районти Общество канашĕн председательне А.Д. Самакина почтальонка правительство шайĕнчи телеграмма тыттарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев ăна çуралнă кун ячĕпе саламанă, çирĕп сывлăх, общество ĕçĕнче пысăк хастарлăх суннă. "Мана çакăн пек сумлани вăл чăн малтан пирĕн районти Общество канашĕн ĕçне пысăка хурса хаклани тесе шутлатăп",- тет Анатолий Дмитриевич.

Çакна та палăртса хăвармалла: Тăрăнта пурăнакан хастар районти сумлă ушкăна пиллĕкмĕш çул, çак пĕрлĕхе 2017 çулта йĕркеленĕренпех ертсе пырать. Пĕлтĕр вара ăна Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн членĕ пулма та çирĕплетнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика