Ырă улшăнусем
Документсене электронлă майпа йĕркелени çынсен пурнăçне çăмăллатма тивĕç. Ведомствăран ведомствăна чупса вăхăта ирттерме кирлĕ мар. Ку питĕмеллĕ тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев цифра трансформацине аталантарассипе ĕçлекен канаш ларăвĕнче. Нумай енлĕ пулăшу кỹрекен центрсенче, сăмахран, документсене малтан икĕ талăкра пăхса тухнă пулсан халĕикĕ сехетрех çакна пурнăçлаççĕ.
Патриотизм марафонĕ пуçланнă
Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă "Тылри паттăрлăх" патриотизм марафонĕ мартăн 29-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче наукăпа практика конференцийĕпе старт илнĕ. Мероприятисем Чăваш Енре тата Тутарстанра иртĕç. Апрелĕн 5-мĕшĕнче Çĕрпỹ тăрăхĕнче, апрелĕн 19-мĕшĕнче Куславкка районĕнче йĕркелеме палăртнă. Марафона сумлă лару-тăрура майăн 4-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Тутарстан тата пирĕн республика артисчĕсем пĕр сцена çине тухĕç.
Волонтерсене вĕрентĕç
Волонтерсем валли апрель уйăхĕнче шкул йĕркелеççĕ. Апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче "Солнышко" лагерьте хăнăхтарусем ирттереççĕ. Ырă ĕçе хутшăнас текен çамрăксем хăйсен ăсталăхне ỹстерме пултарĕç. Вĕсене васкавлă медицина пулăшăвĕ ыйтакансен шăнкăравĕсене йышăнма вĕрентĕç.
Мобильлĕ интернет хăватне чакарасшăн
Çынсем усă куракан мобильлĕ интернет хăватне чакарма сĕннĕ Цифра министерстви. Ку шухăша мобильлĕ операторсем те ырланă. "МТС", "Мегафон", "Теле2" операторсем чикĕсĕр интернет мобильлĕ çыхăнăва пысăк йывăрлăх кỹнине палăртнă. Тата, çитменнине, вăл кашни çыннах кирлĕ мар. Чикĕсĕр интернетпа усă куракансем сахал тесе шутлаççĕ операторсем.
Хĕсметрен хăтараççĕ
Каччăсем енчен те хамăр çĕршыври компанисенче IT-cпециальноçсемпе тăрăшаççĕ пулсан çара каяссинчен хăтараççĕ. Ку çăмăллăха 27 çула çитмен яшсем тивĕçеççĕ. Вĕсен хăйсен шухăшне Цифра министерствине пĕлтермелле. Ведомство ĕçченĕсем ятарлă список хатĕрлесе Хỹтĕлев министерствине ярса параççĕ.
Уйăхлăха чĕлхене халалланă
Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарса килет. Çавна май кĕçех чăваш чĕлхин уйăхлăхĕ те пуçланĕ. Уйăхлăх тапхăрĕнче чĕлхене, ăна упраса хăварассине халалланă вун-вун мероприяти иртмелле - "Тăван сăмах - халăх хăвачĕ" конференцирен пуçласа писательсемпе йĕркелекен тĕл пулусем таран. Чĕлхе кунĕ тĕлне чăвашла ỹкернĕ анимаци фильмĕсен презентацине йĕркелеме палăртнă.
16,8 пин ытла ача пĕрремĕш класа кайĕ
Пĕрремĕш класа каймалли ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнмалли тапхăр пуçланчĕ. Республикăри 408 шкултан 387-шĕ пуçласа парта хушшине ларакансем валли алăкĕсене уçĕ. Республикăра пĕрремĕш класа 16,8 пин ытла ача кайĕ. Заявленисене Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕсем урлă, шкулсенче йышăнĕç.
Август 2026 |
