Физиолог, биологи наукисен докторĕ, профессор, Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ, И.П.Павлов ячĕллĕ Раççей физиологĕсен обществин членĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Абдулахат Сиразетдинович ЧИНКИН(30.03.1937-03.06.2016) 85 çул каялла Хирти Пикшикре çуралнă.
А.Чинкин - Хусан патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. 1961-1965 çулсенче Хусанти ветеринари институтĕнче физкультура предметне вĕрентнĕ. 1965-1991 çулсенче Хусанти педагогика институтĕнче аслă преподаватель, доцент, профессор пулса ĕçленĕ. 1976 çултан - кафедра заведующийĕ. 1991-1999 çулсенче - проректор, 1999-2004 çулсенче - Камскри патшалăх физкультура институчĕн (халĕ Атăлçи физкультура академийĕ) ректорĕ.
Вăл 80 ытла наука ĕçĕн авторĕ. Вĕсен шутĕнче "Двигательная активность и сердце" монографи те пур.
Ентешĕмĕр тăршшĕне тата виçĕ хут сикессипе (тройной прыжок) Тутар АССРĕн чемпионĕ, Пĕтĕм тĕнчери ветерансен вăййисенче кĕмĕл призер пулнă, çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатне тата Англинче иртнĕ тĕнче чемпионатне хутшăннă.
Абдулахат Сиразетдинович Тутар АССРĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп хутне тата ытти чыслава та тивĕçнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Август 2026 |
