Шăши кил хуçисене пысăк хур кăтартнă...

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2022, 14:11 Просмотров: 1002

ИРТНĔэрнере районти пушар хуралне Шăнкăртамра пушар тухнă пирки хыпар çитнĕ. Хуçалăхри гаражран сасартăк тĕтĕм-сĕрĕм явăнма, вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Районти "01" служба сотрудникĕсем çитсе ăна сарăлма паман, сỹнтернĕ. Пушарăн сăлтавĕ вара шăшипе çыхăннă тесен те юрать. Гаражра купаласа хунă вутă капанĕ çийĕн электричество пăралукĕ иртнĕ. Ăна кил хуçисем йĕркене пăхăнса гофра ăшнех чиксе хунă пулнă. Анчах шăши ăна кăшласа пăралука та сиенленĕ... Кушак çăварне лекеймен шăшисем пысăк хур кăтартма та пултараççĕ иккен.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика