Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2022, 10:00 Просмотров: 387

 Педагог, педагогика наукисен кандидачĕ (1969), доцент, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, СССР çутĕç отличникĕ Валериан Филиппович Иванов 95 çул каялла февралĕн 25-мĕшĕнче (25.02.1927 - 09.09.1997) Патăрьелĕнче çуралнă.

В. Иванов - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Хăйĕн ĕç стажне Шупашкарти 9-мĕш вăтам шкулта учительтен пуçланă. 1966-1988 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче преподаватель, аслă преподаватель, доцент, ĕç тата ĕçлев ỹнер кафедрин заведующийĕ пулнă. 1988 çултан республикăри вĕрентỹ институчĕн психологи кафедрин доценчĕ пулса тăрăшнă.

Ентешĕн тĕп ĕçĕсем: "Учеба и труд", "Решение технических задач и лабораторные работы как средство подготовки учащихся к творческому труду", "К характеристике условий и показателей развития активности и самостоятельности учащихся в обучении".

Валериан Филиппович "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика