Афганистан ... Тỹрленмен суран

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2022, 09:32 Просмотров: 450

Февралĕн 15-мĕшĕнче совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 33 çул çитрĕ. Çак кун çулленех ют тăрăхра службăра тăнисем Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ умне выр- наçтарнă танк-палăк умне пухăнаççĕ. Кăçал та вĕсем ырă йăлана пăрахăçламарĕç. Сăмах май, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланисем ытти çулхинчен нумайрах та пухăнчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те аслă юлташĕ- семпе юнашар тăчĕç.

- Пирĕн çак куна нихăçан та манмалла мар тата Афганистанра пуçĕсене хунă 7 ентеше те асрах тытмалла. Ку - пирĕн тивĕç, - терĕ районти Афганецсен канашĕн председателĕ Фарид Сулейманов. Унăн сăмахĕпе ыттисем те килĕшрĕç, малашне те февралĕн 15-мĕшĕнче пĕрле пухăнма калаçса татăлчĕç. Пĕр самант шăп тăнă хыççăн ĕнерхи салтаксем танк-палăк умне гирлянда тата чĕрĕ чечексем хучĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика