Паха вăрлăхран - пысăк тухăç

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2022, 11:23 Просмотров: 751

 Патăрьел районĕ сухан-çевок туса илессипе республикăра çеç мар, Раççейре те палăрса тăрать. Пысăк тухăç илес тесен унăн та вăрлăхĕ пахалăхлă пулмалла. Çак культурăпа ĕçлекенсем "Россельхозцентр" учрежденин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн лабораторине сухан вăрлăхĕн Стурон, Штутгартер Ризен, Кармен сорчĕсене тĕрĕслеттерме илсе килнĕ.

 Специалистсем акмалли материала ГОСТпа килĕшỹллĕн пахаланă: тасалăхне, хурт-кăпшанкă, чир-чĕр сиенленине, ванса пĕтнине пăхнă.

- Тĕрĕслев витĕр тухнă сухан вăрлăхĕсем усă курма юрăхлă, пахалăхĕпе те лайăх, - тет "Россельхозцентр" учрежденин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов. Сăмах май, 2021 çулта специалистсем 2964 тонна вăрлăх тĕрĕсленĕ.

Хамăр корр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика