Врач-педиатр, медицина наукисен докторĕ Владимир Анатольевич Родионов профессор январĕн 31-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Вăл Шăхач ялĕнче 1957 çулта çуралнă. Владимир Родионов - Горькинчи медицина институчĕн выпускникĕ. Вăл Канашри тĕп больницăра врач-педиатрта, Сиккассинчи участок больницинче, Патăрьел тата Шупашкар районĕсен тĕп больницисенче тĕп врачра ĕçленĕ. 1993 çултан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хума пуçланă: ассистент, ача-пăча чирĕсен кафедрин доценчĕ, педиатри кафедрин заведующийĕ, педиатри факультечĕн деканĕ. 2004 çултан Мускав облаçĕнчи Жуков хулинчи хула больницин ачасен сывлăх сыхлавĕн тĕп врачĕн çумĕ, Раççей академийĕн медицина наукисен ачасен сывлăхĕн наука центрĕн социаллă педиатри уйрăмĕн тĕп наука сотрудникĕ, Н.И. Пирогов ячĕллĕ Раççей патшалăх медицина университечĕн врачсен пĕлĕвне ỹстерекен факультетăн педиатрин амбулатори практикин медицинăпа социаллă никĕсĕн кафедрин профессорĕ, Мускав облаçĕнчи иккĕмĕш медицина колледжĕн преподавателĕ пулнă. 2011 çултанпа - Шупашкарти пĕрремĕш ача-пăча хула больницин тĕп врачĕ. Ентеш 100 ытла наука ĕçĕн, вăл шутра монографисемпе медицина енĕпе вĕрентỹ пособийĕсен авторĕ.
"Çулталăк кĕнекинчен".
Август 2026 |
