Январь-февраль уйăхĕ çил-тăманпа, юрпа пуян. Çав вăхăтра сад пахчине сăнасах тăмалла. Юр нумай пулсан улма-çырла туратне хуçса, амантса хăварма пултарать. Уйрăмах йĕпе юр сиенлĕ. Йывăрскер пысăк йывăçа та хуçса антарать. Вăйлă çил-тăман хыççăн йывăç-тĕм çинчи хулăн юра силлесех тăмалла.
Август 2026 |
