"Ятне те Таня вăл суйланă..."

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2022, 08:50 Просмотров: 173

ЯНВАРĔН 25-мĕшĕнче Раççей студенчĕсен тата çветтуй Татиана кунĕ пулчĕ. Уява халалласа ялсенче Татьянăсене тĕрлĕ мелпе саламланă. Акă, Сител клубĕнчи культура организаторĕ Ирина Лякова тата Оксана Хомуткина библиотекарь та çак уява сарăмсăр çеç ирттерсе яман, ял хастарĕсемпе "Ятне те Таня вăл суйланă..." квест-вăйă ирттернĕ. Мероприятие тĕрлĕ çулхи хĕрарăмсем хутшăннă, вĕсем поэт-художник, юрă-ташă ăсти "ролĕнче" пулса куракана савăнтарнă. Унсăр пуçне сцена çине тухнă икĕ ушкăн та студент пурнăçĕнчи кăсăклă самантсене кăмăлтан аса илнĕ, тĕрлĕ вăйăра ăмăртнă, кулнă, савăннă... Уяв пурин кăмăлне те кайнă. Юлашкичен "Ятне те Таня вăл суйланă..." мероприятие хутшăннисем Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă куравпа, çĕнĕ кĕнекесемпе, районта, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе паллашнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика