Хирти Пикшиксем Мухтавлă ентешсен çулталăкне Фетхи Бурнашран пуçланă

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2022, 12:46 Просмотров: 405

РЕСПУБЛИКĂРА Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ старт илнĕ май пирĕн районта та вырăнти хисеплĕ те паллă çынсене чыслама пикенчĕç. Акă, Хирти Пикшикри культура çуртĕнче январĕн 13-мĕшĕнче 124 çул тултарнă паллă драматурга, поэта, театр ĕçченне, çак ялта çуралса ỹснĕ Фетхи Бурнаша хисеп туса сумлă мероприяти йĕркеленĕ. Культура, вулавăш ĕçченĕсем ентешĕн биографийĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă. Фетхи Закирович Бурнашев (Бурнаш) 20 ытла пьеса авторĕ. Вĕсене Хусанти, Аçтăрханти, Пушкăртстанри сценăсем çинчен кăтартнă.

Çак кунхинех районти централизациленĕ библиотека системинче драматургăн кĕнекисен куравне йĕркеленĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ырă сăмаха тивĕçлĕ ентешсем сахал мар. Малашне Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă материалсемпе "Авангард" хаçатăн страницисенче вулакана паллаштарсах тăрăпăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика