Волонтерсем шанăç çуратаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:59 Просмотров: 336

Иртнĕ çулăн юлашки кунĕнче "Ачалăх телейĕ" ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Унта Турханти вăтам шкул волонтерĕсем те хастар хутшăнчĕç. Ялти врач офисĕн тухтăрĕ А.Кольцов ертсе пынипе вĕсем çак тăрăхри çывăхри 7 яла çитрĕç. Хĕл Мучипе Юр пике тата ырă кăмăл кỹме хаваспах хутшăнакан яш-кĕрĕм йывăр лару-тăрура пурăнакан тата пулăшу кĕтекен 17 ачана Çĕнĕ çул парнипе савăнтарчĕç.

Кашни килтех хавас пулчĕç Хĕл Мучипе Юр пикене. Ачасем вара тĕлĕнтермĕш кĕтрĕç. Сăвăсем вуларĕç, юрларĕç. Кăмăлĕсем пурин те тулчĕç.

Волонтерсен ырă ĕçĕ пирки каласа та пĕтерме çук. Вĕсем малашлăха çутă ĕмĕтпе кĕтсе илме хавхалантараççĕ. Çынсенче шанăç çуратаççĕ.

Ыр кăмăллăх кỹрекенсен йышĕ хушăнсах пырать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика