Сăкăтра врач амбулаторийĕ çĕкленет

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:48 Просмотров: 316

2021 çулхи декабрьте районта фельдшерпа акушерăн пилĕк пункчĕ тата Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ хута кайрĕ. Кăçал вара Сăкăтра сиплев учрежденин алăкĕ уçăлĕ. Ăна "Спецстройкомфорт" пĕрлешỹ (ертỹçи Вазых Алимов) "Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси" программăпа килĕшỹллĕн тăвать. Ĕçе иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче пуçăннă. Врач амбулаторийĕ июнь уйăхĕнче çынсене йышăнма пуçламалла.

- Кивелнĕ сиплев учрежденийĕсене çĕнетессипе малалла та ĕçлетпĕр, 2025 çулччен районта тата 7 врач амбулаторийĕ хута каймалла. Кăçал Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиникин çуртне тĕплĕн юсама пуçлаççĕ, - тесе пĕлтерчĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика