Интервью Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырупа тухать

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:47 Просмотров: 327

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев январĕн 28-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухĕ.

Хальхи вăхăтра Çырăва хатĕрленĕ май халăхран тĕрлĕ сĕнỹ-канаш йышăнаççĕ. Чăваш Республикин региона ертсе пыракан центрне 730 ытла çыру çитнĕ те ĕнтĕ. Çынсене шалу пĕчĕк пулни, коммуналлă хуçалăх, куллен кирлĕ тавар хакĕсем пысăк пулни тата сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем уйрăмах хумхантараççĕ. Çавăн пекех халăха çурт-йĕрпе çул-йĕр тăвасси те кăсăклантарать. Асăннă ыйтусене шăпах Çырăва кĕртме палăртнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика