ЙĔРКЕ хуралĕн сотрудникĕ яланах хисеплĕ те сумлă професси шутланнă. Хальхи вăхăтра район полицийĕн патрульпе пост службине (водитель, полицейский) 18-35 çулхи сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ, мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп çамрăксене ĕçе илме пултараççĕ. Çавăн пекех çул-йĕр патруль службинче, оперативлă дежурнăй, участокри уполномоченнăй, хĕç-пăшалпа ĕçлекен пайсенче те вакансисем пур. Полици сотрудникĕ пулас текенсемшĕн ĕç вырăнĕ шанчăклă.
Çакна та палăртса хăвармалла. Сотрудниксем социаллă гарантисемпе туллин усă курĕç. Кунта ĕçленĕ чухнех РФ ШĔМĕн аслă шкулĕсенче пĕлỹ илме, 10 çул стаж пуçтарнă хыççăн пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулма май пур тата ытти те.
Август 2026 |
