Çĕнĕ çул парни - "Авангард" хаçат!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2021, 13:13 Просмотров: 197

Çĕнĕ çул - асамлăх вăхăчĕ. Шăпах çакăн пек чухне хамăр та пĕрне-пĕри мĕн те пулин ырри туса савăнтарма пултаратпăр вĕт-ха. Патăрьелĕнчи "Çăлкуç" суту-илỹ çурчĕн хуçи Галина Крысина индивидуаллă предприниматель çулленех кунта ĕçлекенсене уявпа саламласа пылак çимĕç тата шампань эрех парнелет. Кăçал вара вăл тăватă сутуçăна çитес 2022 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнтарса пачĕ.

- Эпĕ район хаçатне питĕ юратса вулатăп, ăна çырăнмасăр нихăçан та юлмастăп. Кашни ытларикунпа эрнекуна çемйипех чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, пур хыпарпа та туллин паллашатпăр. Ĕçтешĕмсем те "Авангарда" килĕштереççĕ, çавăнпах çырăнса парас шухăш çуралчĕ. Çур çул халь Юхмапа Пăла тăрăхĕн хыпарĕсемпе савăнсах паллашĕç, - тет Галина Николаевна.

Хаклă вулаканăмăрсем! Эсир те хăвăр çывăх çыннăрсене "Авангард" хаçата çырăнса Çĕнĕ çул парни кỹме пултаратăр. Почта çыхăну уйрăмĕсенче район хыпарçине 504 тенкĕ те 30 пуспа çырăнтараççĕ. Альтернативлă майпа (редакцие килсе илмелле) та тăван хаçатăмăра çырăнма пулать. Унăн хакĕ - 300 тенкĕ.

Васкăр, Çĕнĕ 2022 çулта та пĕрлех пулар!

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика