Президент пресс-конференци ирттерчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2021, 13:11 Просмотров: 188

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускаври Манежра йăлана кĕнĕ анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Коронавирус пандемине пула кăçал журналистсен йышне икĕ хут чакарнă. Чăваш Енрен унта иккĕн хутшăннă. Вĕсем Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсем: директорăн информаци политики енĕпе ĕçлекен çумĕ Вадим Муравьев тата Юрий Марков телеоператор.

Коронавирус пандемийĕ кăларса тăратнă чăрмавсем, иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетесси, çĕршывсем хушшинчи политика, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси, малашлăх тĕллевсене палăртасси, вĕрентỹпе медицина аталанăвĕ тата ытти тĕрлĕ самант - пресс-конференцин тĕп ыйтăвĕсен йышĕнче пулчĕç.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика