Чăваш наци апачĕ Çĕнĕ çул сĕтелне илем кỹтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2021, 13:11 Просмотров: 222

ДЕКАБРĔН пуçламăшĕнче Чăваш Енĕн Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви социаллă тетелте "Çĕнĕ çул саламĕ - чăвашла" акци пуçлани пирки пĕлтернĕччĕ. Интернета çынсем чăвашла саламсене видеосем ỹкерсе лартаççĕ. Халĕ тата вĕсемех "Çĕнĕ çула - чăваш апачĕ" флешмоб пуçарнă. Унта та кирек кам та хутшăнма пултарать. Чи кирли - тăван халăхăмăрăн наци апатне хатĕрлемелле те ăна видеоролик çине куçарса тĕнче тетелĕнчи халăх ушкăнĕсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаçтармалла. Апата мĕнле хатĕрленине те пĕлтермелле. Чăвашсен тутлă апат- çимĕçĕ Çĕнĕ çул сĕтелне илем кỹтĕр тесен флешмоба кашниех хастар хутшăнма тăрăшăр. Вăл раштавăн 31-мĕшĕчченех пырать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика