Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишессипе уçă ăмăрту иртрĕ. Унта 120 ытла спортсмен явăçрĕ. Тупăшăва çавăн пекех Шăмăршăри «Туслăх», Шăхасанти «Импульс» тата Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенчен те килнĕ. Хамăр районтан вара 40 ытла çамрăк хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕ.
Пĕтĕмлетỹ савăнтармаллипех савăнтарать. Пирĕн районти Артем Путяков, Кристина Фролова, Ольга Краснова, Азалия Салихова, Алсу Кучатова, Султан Алиев пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Софья Яковлева, Катя Гаврилова, Тимофей Иванов, Владислав Сафьянов, Рамзан Закиров, Карина Антонова - иккĕмĕшĕнче. 800 метра ирĕклĕ майпа ишессипе вара Артем Путяковпа Азалия Салихова каллех малта пулчĕç.
Ỹсĕм çулĕпе эстафета ăмăртăвĕ те пулчĕ. Кунта та пирĕн район спортсменĕсем çĕнтерĕве алăран ямарĕç.
Мала тухнисемпе призерсене дипломсем, медальсем, кубоксем, укçан парса чысларĕç. Ку енĕпе ачасен кăмăлне çĕклеме хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Камиль Салихов нумай пулăшрĕ. Вăл тата Айрат Салихов районта ачасен спортне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ.
Çĕнтерỹ хăй тĕллĕн килмест. Çитĕнекен ăрăва спорта явăç- тарас тĕлĕшпе С. Рубцовăпа В. Платонов тренер-преподавательсем те сахал мар ĕçлеççĕ.
(Хамăр корр).
Август 2026 |
