Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа - 122 çул

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2021, 10:52 Просмотров: 243

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 122 çул çитрĕ. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6-8 класĕсенче вĕренекенсемпе çыравçăна халалланă урок иртрĕ.

Мероприятие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен поэт кун-çулне аса илнипе пуçларĕ. Улттăмĕшсем вуланă сăвăсем урока илем кĕртрĕç.

Ачасем "Çеçпĕл Мишши" презентацие пăхнă май чăваш халăхĕн чаплă поэчĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тарăнрах паллашрĕç, вилĕмсĕр перо ăсти пулнă вырăнсемпе утса тухрĕç.

Урок пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

В.ФЕДОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика