Хавхаланăвĕсем пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 16.11.2021, 10:10 Просмотров: 268

 Кăçалхи августăн 23-октябрĕн 29-мĕшĕсенче Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулта Раççей вĕрентỹ академийĕн академикне Г.Н.Волкова халалласа педагогсемпе вĕренекенсен регионсем хушшинчи "Хавхалану" ăсталăх фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна республикăри вĕрентỹ институчĕ Г.Н.Волков академик ячĕллĕ этнопедагогика наука-тĕпчев институчĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, регионти "Чăваш наци конгресĕ" обществăлла организаци, Шупашкарти "Монитороингпа вĕренỹ аталанăвĕн центрĕ" учрежденипе пĕрле йĕркелерĕç.

Фестиваль-конкурсăн тĕп тĕллевĕ академик, писатель-публицист, этнопедагогика никĕслевçин ăсталăхне тĕпчесси, вĕренесси, анлăн сарасси пулчĕ. Пĕрлех вĕренекенсемпе педагогсене тĕпчев ĕçне явăçтарасси те малта тăчĕ.

Ĕçсене 6 номинаципе хакларĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6г тата 8б классенче вĕренекенсен театр ушкăнĕ "Г.Н.Волков калавĕсен чи лайăх инсценировки" номинацире "Салма яшки - туслăх яшки" спектакльпе хутшăнса Гран-прие çĕнсе илчĕ. Пиллĕкмĕшсем "Чее çын" инсценировкăпа иккĕмĕш вырăнта пулчĕç.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика