Ульяновкăра пурăнакан Александра Пудовкина 35 çул фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Çынсене вăл эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сипленĕ. Римма Павлова та ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл шкулта ачасене ăс парассишĕн виçĕ теçетке çул ытла вăй хунă. Александра Николаевнăпа Римма Николаевна иккĕшĕ те хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата вĕсем чылай çул çырăнса илеççĕ
Август 2026 |
