Пукрав кунĕ малашлăха палăртма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2021, 10:23 Просмотров: 396

ĔНЕР, октябрĕн14-мĕшĕнче, православи календарĕпе Пукрав кунĕ (Покров Пресвятой Богородицы) пулчĕ. Вăл чиркỹн аслă праçникĕсенчен пĕри.

Мĕн ĕлĕкех Пукрав мĕнле пулнипе ватăсем чылай сăнавпа пурнăçра усă курнă: çак кун çанталăк мĕнле, хĕлĕпе çавăн майлă тăрать; çил кунĕпе çурçĕр енчен вĕрсен хĕлле сивĕ пулать, кăнтăртан вĕрсен хĕлле ăшă пулать; юр çусан вара пĕр уйăхран хĕл те ларма пултарать тата ытти те. Эсир ĕнер мĕнле çанталăк пулнине сăнама манмарăр-и?

Тепĕр пулăма та асăнса хăварас килет. Çак кун иртсен кил-çуртри мĕн пур шăтăк-çурăка пỹртри ăшă тарасран хупланă, питĕрнĕ. Апла пулсан халĕ уйрăм çынсен те, организаци-предприятисен те хĕл кунĕсене шанчăклă кĕтсе илмелли тапхăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика