Кăмпа - чун киленĕçĕ. Анчах вăл хур ан кỹтĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:12 Просмотров: 431

ÇУТ çанталăк кирек хăш тапхăрĕ те хăйĕн илемĕпе тыткăна илет. Кĕркунне ыттисенчен тата уйрăмрах, пуянлăхĕпе те савăнтарать. Хальхи вăхăтра ял çынни çĕр ĕçĕнчен пушанса пычĕ темелле. Çавна май çак кунсенче вăрмансемпе вăрман тăрăхĕсенче кăмпаçăсем те йышланчĕç. Ỹркенменнисем çывăхри вăрмансене те, аякрисене те çитеççĕ, тирек тăрăхĕсенче çĕр мăкăртса тухакан çĕр çимĕçне татаççĕ. Çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Ырă киленỹ усалпа ан вĕçлентĕр тесен чăн малтанах вăрмансенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла, кăвайт чĕртме юрамасть. Кунтăка пĕлмен е палламан кăмпасемпе тултарни те теветкеллĕхпех çыхăннă. Вĕсене кирлĕ пек вĕретсе тирпейлĕ пĕçерни те сиенлĕхе сирĕ, сывлăхшăн та хăрушă пулмĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика