Шăшийĕ пĕчĕк, сиенĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2021, 16:00 Просмотров: 171

ШĂШИ пĕчĕк пулсан та сехрене те хăпартать, сиенне те çителĕклех кăтартать. Вĕсене пĕтерес тесе кил хуçалăхра ятарлă наркăмăшсем те паратпăр, клей те сĕретпĕр, пĕрех пире парăнасшăн мар. Сăмах май, пĕр шăши пĕрре çăвăрланă чухне 2-13 çура таран тăвать. Пĕчĕкскерсем 3-4 эрнере ỹссе çитсе хăйсем йăх пама пуçлаççĕ. Ĕненетĕр-и, çук-и, анчах çак кăшлакан чĕр чун çулталăкне 5-9 хутчен çăвăрлать.

Россельхозцентр специалисчĕсем кăçал республикăри хирсенче те шăшисем пĕлтĕрхинчен 1,5 хут нумайраххине палăртаççĕ: пĕр гектарта вăтамран 70,9 шăтăк тупса палăртнă. Вĕсем нумай çул ỹсекен курăксем тата кĕрхи культурăсем çитĕнекен уйсенче уйрăмах чылай иккен. Вăхăтра тивĕçлĕ йышăну тусан çеç пулас тухăçа упраса хăварма май пур.

 

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика