Ачасене ăшăлăхпа юрату парнелесчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021, 11:57 Просмотров: 214

АЧАСЕН ăшăлăхра, хỹтлĕхре ỹсмелле. Шел пулин те, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ кун пек шухăшламасть. Çамрăк ăрăва тимлĕх уйăрас, йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас тĕллевпе халăха социаллă хỹтлĕх паракан районти центрăн тата Патăрьелĕнчи тĕп больницăн специалисчĕсем пĕрле ăнăçсăр çемьесене час-часах çитсе килеççĕ. Йăха тăсакансен пурнăç условийĕпе, çиме апат, вылямалли, урок тумалли кĕтес, тăхăнма тум-тир пурри-çуккипе кăсăкланаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем Сăкăт тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче пулнă. Çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, вĕрентессишĕн, вĕсен пурнăç условине лайăхлатассишĕн тăрăшман ашшĕ-амăшне асăрхаттарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика