Тĕтĕм намăс мар, куçа та, сăмсана та кĕрет...

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2021, 11:26 Просмотров: 180

КАÇСЕРЕН скандинави мелĕпе утма та, уçăлса çỹреме те лайăхах мар. Хĕвел анма пикенсенех урама пушар чухнехи евĕр тĕтĕм карса илет. Анкартинчи пахча çимĕç аврисемпе тунисене е çỹп-çапа çунтарма юраман пирки хаçатра та сахал мар асăрхаттаратпăр, сывлăша вараланă пирки Интернет тетелĕнче те видеосем лартаççĕ, çыраççĕ пулин те хăш-пĕр çынсем çак утăма тума именменни тĕлĕнтерет.

Çут çанталăка вараланăшăн, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн вара саккунпа килĕшỹллĕн штраф параççĕ.

Аса илтеретпĕр: уйрăм граждансене 3-4 пин тенкĕ, должноçри çынсене 15-20 пин тенкĕ, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсене (предпринимательсене) 30-40 пин тенкĕ, организацисене 200 пин тенкĕрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран. Урăхла каласан, кил хуçалăхĕнче пуçтарăннă çỹп-çапран çăмăллăн хăтăлас тени пысăк тăкакпа çыхăнма пултарать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика