Тăрăшни хăйĕншĕнех лайăх

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 14:16 Просмотров: 234

Лайăх-çке çуллахи каникул вăхăчĕ. Канма та, тăрăшса ĕçлеме те, тĕрлĕ япалапа интересленме те пулать. Шкул ачисем хăйсен вăй-халне конкурссенче тĕрĕслесе пăхаяççĕ. Республикăри вĕрентỹ министерстви "Эткер" центрпа пĕрле онлайн мелĕпе викторина ирттерчĕ. Ăна Альберт Лиханов вырăс писателĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6 класра вĕренекен Л.Тазетдинова та хутшăнчĕ.

Онлайн-викторинăна шкулсенчи 5-11 классенче вĕренекенсем явăçнă. Саккăрĕшне çĕнтерỹçĕсен йышне кĕртнĕ. Çав шутра Лилия Тазетдинова та пур. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнă.

Н.ФЕДОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика