Ĕçпе кану - юнашар

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:52 Просмотров: 243

КĔÇĔН Патăрьелĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен "Савăнăç" пултарулăх ушкăнĕ кашни çулах вырма вăхăтĕнче хăйсен хуçалăхĕнчи çĕр ĕçченĕсене концертпа савăнтарать. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсса вĕсем "Исток" çĕр фирминче тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансене юрă саламĕпе кăмăла çĕкленĕ. Ĕçпе кану юнашар пулни вара пурне те хавхалантарать, çĕнĕ çитĕнỹ тума вăй-хăват хушать. Ырă тĕслĕх ыттисемшĕн те паха. Сăмах май каласан, асăннă хуçалăхра вырма ĕçне вĕçлесе те пыраççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика