Шăхачсем кино ỹкернĕ çĕре хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:27 Просмотров: 244

ЯЛСЕНЧЕ вырма вăй илсе пынипе пĕрлех ытти ĕçсем те айккинче юлмаççĕ. Строительство объекчĕсенче пикенсех ĕç вĕрет.

 Культура, спорт мероприятийĕсем те иртеççĕ. Çак кунсенче пурте пĕлекен кулăш ăсти Виктор Петров ертсе пынипе Шăхач ялĕнче пурăнакансемпе Сăр тата Хусан чиккисене тăшмантан хỹтĕлесе окоп чавакан хастарсен ĕçне сăнлакан кино ỹкернĕ. Унта ялти хисеплĕ ватăсем те, çамрăксем те хутшăннă. Артист ĕнентернĕ тăрăх 80 çул каялла Совет халăхĕ пĕрлехи вăйпа çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă самантсене сăнлакан кадрсене çывăх вăхăтра экрансем çине те кăларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ят панă Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен çулталăкĕнче ку тĕлĕшпе пирĕн районти ял тăрăхĕсенче те хĕллехи вăхăтрах чылай кăсăклă видоосюжет туса хатĕрлерĕç, Интернета та кăларчĕç, сцена çинчен те кăтартрĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика