Чăваш Енре коронавирусран "Спутник Лайт" вакцинăпа та прививка тума тытăннă. Çĕнĕ эмеле республикăна çак кунсенче кỹрсе килнĕ: пурĕ 4500 ытла доза. Ку таранччен "Гам-Ковид-Вак", "ЭпиВакКорона", "КовиВак" компонентсемпе тунăччĕ. ЧР сывлăх сыхлав министертствинчен пĕлтернĕ тăрăх "Спутник Лайт" "Спутник V" вакцинăн çăмăлрах тĕсĕ шутланать. Унпа икĕ хутчен укол тумалла мар, пĕр хутчен çеç. Вăл коронавирусран унччен чирленисемшĕн те, маларах вакцинациленнисемшĕн те меллĕ. COVID-19 вирусран прививка тутарма пуçланăранпа пурĕ Чăваш Ене 300 пине яхăн доза вакцина илсе килнĕ. 243 пин ытла çын прививка тутарнă. Вăл шутран 170 пине яхăнăшĕ икĕ пайне те.
Август 2026 |
