Чирлес мар тесен прививка тутарар!

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 08:59 Просмотров: 213

 

 Районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр. Çак тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 370 çын коронавируспа чирленĕ. Хăшĕсем вăрах вăхăт, теприсем кĕске хушăра сывалнă. Çакна асра тытар: чир ан çулăхтăр тесен прививка тутарар. Вар-хырăм инфекцийĕпе 48 çын чирленĕ. Вăл шутран Патăрьел ял тăрăхĕнче - 17, Шăнкăртамра-5, Çĕнĕ Ахпỹртпе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче 4-шар çын. Чĕрчун çыртасси те тĕл пулать. Ку енĕпе 24 çынна пулăшу кирлĕ пулнă. Хими хутăшĕсемпе сиенленнĕ 4 çын вилнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ этил спирчĕпе наркăмăшланнă.

О. ТАКМАКОВА, республикăри потребительсен прависене тата çынсен сывлăхне хỹтĕлекен сферăри федераци службин территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика