Вăл инкек сăлтавĕ ан пултăр! РАЙОНТА коронавирус чирĕнчен хỹтĕленес тĕллевпе прививка тăвасси малалла пырать. Ку тĕлĕшпе педагогсем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки "Авангард" хаçатăн тусĕ, Аслă Чементи вăтам шкул учительници Надежда Кошелева: "Çак усал чиртен чылайăшĕ сыхланаймарĕ. Сыватмăшра выртса тухакансем, килте чирлесе ирттерекенсем те пулчĕç. Çавăнпа пирĕн ĕçтешсем пурте тенĕ пекех прививка тутарчĕç. Йышран эпĕ те юлмарăм. Вакцинăна икĕ хутчен яртартăм".
Август 2026 |
